«Ырă сăмах» кĕнекене хăтларăмăр

«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 3-4 çулсенчи ачасене аталантарма «Ырă сăмах» («Доброе слово»)» кĕнеке хатĕрлесе кăларчĕ. Вăл «Истоки» тата «Воспитание на социокультурном опыте» комплектсен пĕр пайĕ шутланать. Унăн тĕп редакторĕ – РАЕН профессорĕ И.А. Кузьмин. Вĕренÿ пособине чăвашла Надежда Доброва, Валентина Игнатьева, Наталия Ельмешкина хатĕрленĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн приказĕпе килĕшÿллĕн «Ырă сăмах» кĕнекене Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача сачĕпе Канаш районĕн Уçырма ялĕн «Хĕвел» ача садĕнче апрбацилеме палăртнă.
Çавна май «Ырă сăмах» вĕренÿ кĕнекине хăтлас, воспитательсене çав кĕнекесемпе ĕçлеме пулăшас тĕллевпе юпа уйăхĕн 18-19--мĕшĕсенче маларах асăннă ача сачĕсенче семинарсем иртрĕç.
Семинар ĕçне «Социокультура çăлкуçĕсем» программа ертÿçи Игорь Кузьмин, «Истоки» издателство çурчĕн ĕçченĕ Веороника Танаева, «Ырă сăмах» кĕнекене хатĕрлекенсенчен пĕри Надежда Доброва хутшăнчĕç.
Инесса Ядранская, регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ, «Ырă сăмах» кĕнекен тытăмĕпе, унпа ĕçлес уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ.
Чăваш чĕлхипе лиртератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чăвашлăха аталантармалли çул-йĕр çинчен каласа пачĕ, ачасене чăвашла вĕрентес ĕçре «Ырă сăмах» кĕнекен тÿпи пирки чарăнса тăчĕ.
Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче воспитательсем ачасемпе «Ырă сăмах» кĕнеке материалĕпе усă курса занятисем ирттерчĕç.
Семинарта çавăн пекех малашнехи ĕçсене палăртрĕç, чăваш чĕлхине малалла аталантарас тесен чĕлхе талккăшне анлăлатасси, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлессиçине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕç.