"Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян" сочинени конкурсĕн çĕнтерÿçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политики министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле республика шайĕнче «Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» темăпа сочинени конкурсĕ ирттерчĕ.
Чăваш Республикин Мухтавлă ентешĕсене халалланă конкурса пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсен 9-11 класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем сочиненисене чăвашла çырчĕç.
Республика шайĕнче кĕретсĕр (заочно) ирттернĕ тапхăрта 20 районтан тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пурĕ 35 ĕç тупăшрĕ. Жюри членĕсем чи лайăх ĕçсен авторĕсене – 13 ачана палăртрĕç. Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ конкурсăн кĕрет тапхăрне ирттерчĕ.
Чи пысăк балл пухса Борзаева Анастасия, Шупашкар районĕн Çĕньял Покровски вăтам шкулĕн вĕренекенĕ, мала тухрĕ.
Галкина Анастасия (Сĕнтĕрвăрри районĕн Урхас вăтам шкулĕ),
Доброхотова Кира (Шупашкар хулин кадет шкулĕ),
Ильина Аделина (Сĕнтĕрвăрри районĕн Урхас вăтам шкулĕ),
Мешкова Дарья (Вăрмар районĕн Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ)
Паулина Александра (Елчĕк районĕн Аслă Таяпа тĕп шкулĕ) конкурс призёрĕсем пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене, вĕсен ертÿçисене пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр! Малашне те сире хавхаланса ĕçлеме вăй-хал сунатпăр.