Паллă çынсене халалланă конкурсăн малтанхи результачĕсем

Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче аслă классенче вĕренекенсем пултаруллă ентешсем çинчен çырнă сочиненисене тĕрĕслесе пĕтерчĕç.
Сочиненисене тĕрлĕрен жанрпа çырнă, тăван ял, район, республика тата Раççейпе тĕнче шайĕнче палăрнă çынсене халалланă.
Жюри членĕсем лексика йăнăшĕсем те, грамматика йăнăшĕсем те пуррине палăртрĕç. Лексика йăнăшĕсенчен, тĕслĕхрен, хушă сăмахпа йыш сăмах пĕлтерĕшĕпе усă курни (Паттăрсем хушшинче пирĕн ял çынни те пур. – Паттăрсен йышĕнче пирĕн ял çынни те пур.
Грамматика йăнăшĕсем тĕрлĕрен:
- нумайлă хисеп формипе вырăнсăр усă курни (нумай çынсем, чылай ĕçсем, тĕрлĕ халăхсем, лару-тăрусем – нумай çын, чылай ĕç, тĕрлĕ халăх, лару-тăру темелле);
- камăнлăх падеж аффиксĕ е сăмахсен вырăнĕ-йĕркипе 3-мĕш сăпат аффиксĕ вырăнне вăхăтлăх вырăна пĕлтерекен -ри (-ти, -чи) аффикспа усă курни (республикăри хуласем – республика хулисем, Канашри училище – Канаш училищи);
- усă кур сăмах майлашăвне пăхăнакан сăмахсемпе сăмах ушкăнĕсен пару падежне лартни (техникăна усă кур, танл.: техникăпа усă кур);
- ыйтăва тĕрĕс палăртма пĕлменни (Ăçта-ши çÿрет ман ывăл? – Ăçта çÿрет-ши ман ывăл? );
- çуклăха тĕрĕс палăртманни (Ахальтен мар халăх ĕçлекен çынна хисеплет – Халăх ĕçлекен çынна хисеплени ахальтен мар).
Орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем те пур. Паллăраххи шутне çĕр-шыв мăшăр сăмаха тата хĕр ача сăмах майлашăвне пĕрле çырнине кĕртмелле.
Ку йăнăшсене шкул учебникĕсенче ятарласа асăрхаттарнă. Тимлĕрех пулма сĕнетпĕр.
Конкурса пĕтĕмпе 35 ĕç ярса панă. Вĕсенчен 13-ĕшĕн авторне ятарлă сочинени çырма уйрăммăн чĕнетпĕр:
- Борзаева Анастасийăна, Шупашкар районĕн Çĕньял Покровски вăтам шкулĕ,
- Малова Марийăна, Шăмăршă вăтам шкулĕ,
- Галкина Анастасийăна, Сĕнтĕрвăрри районĕн Урхас вăтам шкулĕ,
- Якимова Еленăна, Канаш районĕн Чарпуç вăтам шкулĕ,
- Волченкова Дарйăна, Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕ,
- Илларионова Маринăна, Хĕрлĕ Чутай районĕн Атнар вăтам шкулĕ,
- Паулина Александрăна, Елчĕк районĕн Аслă Таяпа тĕп шкулĕ,
- Ильина Аделинăна, Сĕнтĕрвăрри районĕн Урхас вăтам шкулĕ,
- Доброхотова Кирăна, Шупашкар хулин кадет шкулĕ,
- Кечин Виктора, Çĕрпÿ районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Кукшакасси тĕп шкулĕ,
- Лаврентьев Егора, Çĕнĕ Шупашкар хулин 8-мĕш вăтам шкулĕ,
- Мешкова Дарйăна, Вăрмар районĕн Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ,
- Евдокимов Андриана, Йĕпреç районĕн Чăваш Тимеш вăтам шкулĕ.
Мероприяти хăçан тата ăçта иртнине çырупа пĕлтеретпĕр.
Оргкомитет
Телефон 8(8352)45-99-96.
E-mail: chrio18@rchuv.ru ; chrio4@rchuv.ru .