Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç

2022 çулхи авăн уйăхĕн 20-30-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе педагогсем «Ҫĕнетнĕ ФГОС хушăвĕсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ ĕҫĕнче пурнăҫласси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра ăс пухрĕç.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Раҫҫей Ҫут ĕç министерствин 2021 ҫулхи ҫу уйăхĕн 31-мĕшĕнче кăларнă 286-мĕш №-лĕ (пĕтĕмĕшле пуҫламăш шкул) тата 287 №-лĕ (пĕтĕмĕшле тĕп шкул) приказсемпе çирĕплетнĕ Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартĕнчи тата федерацин пĕрлехи вĕренÿпе методика пĕрлешĕвĕн йышăнăвĕ ырланă 2022 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче (пĕтĕмĕшле пуҫламăш шкул) 2022 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче (пĕтĕмĕшле тĕп шкул) «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пуçламăш тата тĕп вĕренÿ программисенчи» ҫĕнĕлĕхсене тишкерчĕҫ, учитель хăй тĕллĕн хатĕрлекен тĕслĕх ĕç программин алгоритмне уҫăмлатрĕҫ. 



03 октября 2022
14:07
Поделиться