Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Эпĕ учитель пулнă пулсан

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» анлă проектăн юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕн сценарийĕн чăвашла варианчĕпе паллашма йыхравлатпăр. Класс сехечĕ «Эпĕ учитель пулнă пулсан» темăпа иртĕ!
Класс тулашĕнче ирттермелли заняти тĕллевĕ: шкул ачисем валли ăнăçлă вĕрентмелли тата ăс памалли лару-тăру тăвасси; учитель профессийĕн пысăк пĕлтерĕшлĕхне тата кирлĕлĕхне кăтартасси, учителĕн вĕрентÿри пĕлтерĕшне уçса парасси.