Воспитательсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç

Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача пахчинченех çирĕп йĕркепе туса пымалла. Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. Çавна май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2019 çултанпа шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсемпе «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта йĕркелесе пырать. Проектпа килĕшÿллĕн ача пахчисенче ĕçлекен педагогсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче, семинарсенче, ăсталăх лаççисенче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

2022 çулхи авăн уйăхĕн 12-28-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе воспитательсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле тăван (чăваш) чĕлхепе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра ăс пухрĕç.

Педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç, ачасен тăван пуплевне аталантарас ĕç меслетлĕхне алла илчĕç.



29 сентября 2022
15:52
Поделиться