«Ырă сăмах» кĕнекене апробацилетпĕр

«Ырă сăмах» кĕнекене апробацилетпĕр

«Ырă сăмах» («Доброе слово») вĕренÿ пособине 3-4 çулсенчи ачасене аталантарма хатĕрленĕ, вăл «Истоки» тата «Воспитание на социокультурном опыте» комплектсен пĕр пайĕ шутланать. Унăн тĕп редакторĕ – РАЕН профессорĕ И.А. Кузьмин. Кĕнекене чăвашла Надежда Доброва, Валентина Игнатьева, Наталия Ельмешкина хатĕрленĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн приказĕпе килĕшÿллĕн «Ырă сăмах» кĕнекене Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача сачĕпе Канаш районĕн Уçырма ялĕн «Хĕвел» ача садĕнче апрбацилеме палăртнă.

«Ырă сăмах» вĕренÿ кĕнекине апробацилес ыйтусемпе 2022 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç» ача садĕнче семинар иртрĕ.

Семинара «Çăлкуç» ача сачĕн заведующийĕ Лариса Соколова уçрĕ, ача-сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проект çинчен, вăл «Ырă сăмах» кĕнекепе мĕнлерех çыхăнни пирки каласа пачĕ, чăвашлăха ача сачĕсенче аталантарас ыйтăва хускатрĕ.

Вĕренÿ институчĕн вĕренÿпе меслетлĕх центрĕн методисчĕ Галина Воробьева «Социокультура çăлкуçĕсем» («Социокультурные истоки») программăн тĕллевĕсемпе тата задачисемпе паллаштарчĕ, ача сачĕсенче çак программăпа ĕçлес уйрăмлăхсене ăнлантарчĕ.

Канаш районĕн Уçырма ача сачĕн заведующийĕ Роза Малина «Социокультура çăлкуçĕсем» программăпа ĕçленин опычĕ çинче чарăнса тăчĕ, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ăс пару тĕлĕшпе ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе ĕçлес вăрттăнлăхсене уçса пачĕ.

Семинарта çавăн пекех малашнехи ĕçсене палăртрĕç, чăваш чĕлхине малалла аталантарас тесен чĕлхе талккăшне анлăлатасси, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕç.



27 сентября 2022
08:10
Поделиться