«Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» сочинени конкурсне хутшăнма ĕлкĕрĕр!

«Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» сочинени конкурсне хутшăнма заявка памалли вăхăт иртсе пырать.

Аса илтеретпĕр, сочинени конкурсне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн ирттерет. Конкурса Чăваш Республикинче иртекен Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Конкурсăн тĕллевĕсем – республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсемпе, вĕсен ĕçĕсемпе ачасене паллаштарасси, паллă ентешсене хисеплеме вĕрентесси, ачасен шухăшлавне, тавра-курăмне аталантарасси.

Конкурса 9-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнаççĕ.

Сочиненисене чăвашла çырмалла.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă ачасен заявкисене вĕренÿ организацийĕн (шкул) ертÿçи алă пусса çирĕплетмелле, сочинени тексчĕпе пĕрле вырăнти район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайне çак эрнере авăн уйăхĕн 17-мĕшĕччен ярса памалла.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче http://chrio.rchuv.ru/ пĕлме пулать.

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

Телефон 8(8352)45-99-96 – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, регион аталанăвĕн центрĕ,

E-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru.



13 сентября 2022
15:58
Поделиться