Геннадий Никандрович Волкова халалланă «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ пуçланать

Шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ÿстерме пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле «Хавхалану» пултарулăх фестивалĕ ирттерет.
Кăçал фестиваль «Г.Н. Волков хайлавĕпе лартнă чи лайăх инсценировка», «Г.Н. Волков хайлавне чи лайăх вулакан», «Г.Н. Волков пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх уçса паракан интернет публикаци» номинацисемпе иртет.
Фестивале Чăваш Республикин тата тулайăн шкулчченхи тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вĕренекенсем тата педагогсем хутшăнма пултараççĕ.
Фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкисене юпа уйăхĕн 14-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/ адреспа кĕтетпĕр. Фестивалĕн кĕретлĕ тапхăрне юпа уйăхĕн 28-мĕшĕччен Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕнче ирттерме палăртнă. Мероприяти хăш кун тата миçе сехетре пуласси çинчен ятарлă çырупа пĕлтерĕпĕр.
Фестиваль çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче www.chrio.rchuv.ru пĕлме пулать.