Республикăн кăçал ирттернĕ пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкерер, çитес çулхи тĕрĕслеве хатĕрленер

Республикăн кăçал ирттернĕ пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкерер, çитес çулхи тĕрĕслеве хатĕрленер

«Шкулта» интернет журналăн 46-мĕш номерĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Анна Егорова çырнă «Республикăн 2022 çулта тытнă пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкерни» статья пичетленсе тухрĕ.

Статьяна тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата шкул ачисем валли хатĕрленĕ. Ĕçĕн тĕп тĕллевĕ – республикăн 2022 çулта тытнă пĕрлехи экзаменĕн ыйтăвĕсене тишкересси, шкул ачисене çитес çулхи экзамена хатĕрлеме пулăшасси.

Республикăн пĕрлехи экзаменĕ тĕп шкул пĕтерекен ачан чăваш чĕлхипе илнĕ пĕлĕвне пĕтĕмĕшле аттестаци картинче хаклама май парать. Экзамен ĕçĕ 3 пайран тăрать. Статьяра кăçал иртнĕ экзаменăн кашни ыйтăвне уйрăммăн тишкернĕ, вĕсем çине мĕнле хуравламалла пулнине тĕплĕн ăнлантарса панă.

Çитес çулхи экзамена хатĕрленме çавăн пекех «Чăваш чĕлхи. Республикăн пĕрлехи экзаменĕ» вĕренÿпе меслетлĕх кĕнеки пысăк пулăшу пама пултарать.

Палăртса хăваратпăр: республикăн пĕрлехи экзаменне кăçал 440 ача тытнă. Экзамен результачĕсем 9-мĕш класс пĕтерекенсен пĕлÿ шайĕ япăхах пулманнине кăтартса пачĕç, вăтам балл 4,18 пулчĕ.

 



06 сентября 2022
15:52
Поделиться