«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеороликсен конкурсне хутшăнма васкăр!

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава» видеороликсен конкурсне хутшăнма васкăр!

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле 2022 çулхи «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне ирттерет. 

Конкурса 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ.

Конкурс тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси.

Тимлĕ пулăр, конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне хутшăнакансен заявкисене шкул ертÿçи алă пусса çирĕплетмелле, видеороликсемпе пĕрле район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайне авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен ярса памалла.

Тулли информаципе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пулать. 

Ыйтса пĕлмелли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio4@rchuv.ru.

Телефон: 8(8352)45-99-96.



05 сентября 2022
16:43
Поделиться