Çĕнетнĕ ФГОСпа вĕрентме хатĕрлекен курс пуçланчĕ

2022 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Çĕнетнĕ ФГОС ыйтнине чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ĕçĕнче пурнăçа кĕртесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ.
Программа содержанийĕ икĕ модультен тăрать. «Çĕнетнĕ ФГОСа пурнăçа кĕртнине нормăпа меслетлĕх тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» модуль тăрăх чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем 2021 çулхи ФГОСа 2010 çулхипе танлаштарĕç, шкул ачисен пулмалли результачĕсене тишкерĕç, çĕнетнĕ ФГОСа тивĕçтерекен занятисен уйрăмлăхĕсене пăхса тухĕç.
Иккĕмĕш модуль «Чăваш чĕлхипе литературине çĕнетнĕ ФГОСпа вĕрентесси» ятлă: вĕрентекенсем чăваш чĕлхипе тата литературипе ĕç программисем çырма вĕренĕç, çав программăсем çине таянса уроксем ирттерме хăнăхĕç, шкул ачисен пулмалли результачĕсене йĕркелеме пулăшакан хăнăхтарусемпе ĕçсем хатĕрлес хăнăхăва алла илĕç.
Программа 36 сехетлĕ. Занятисем виçĕ кун кĕретĕн (очно), ытти кунсенче инçет вĕренÿ технологийĕсемпе усă курса пулмалла. Çĕнетнĕ ФГОС вăрттăлăхĕсемпе хăйсен лекцийĕсемпе практика занятийĕсенче чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕсем – Анна Егоровăпа Надежда Иванова паллаштарĕç.