Çĕнетнĕ ФГОСа тивĕçтерекен ĕç программисем çырма вĕренетпĕр

Çĕнетнĕ ФГОСа тивĕçтерекен ĕç программисем çырма вĕренетпĕр

2022 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче çĕнетнĕ ФГОСпа вĕрентме пуçлаççĕ.

Вĕрентекенсене çĕнетнĕ ФГОСа тивĕçтерекен ĕç программисем çырма вĕрентес тĕллевпе 2022 ҫулхи авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш чĕлхипе тата литературипе ĕç программисем хатĕрлесси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинара Чăваш Республикин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 113 çын хутшăнчĕ.

Ĕçлĕ калаçăва Вĕренÿ институчĕн проректорĕ Светлана Петрова пуçларĕ. Вăл 2022-2023 вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине шкулсенче мĕнлерех йĕркелемелли çинчен каласа пачĕ, вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Малалла калаçăва Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçин ĕçĕсене тăвакан Анна Егорова ертсе пычĕ, чăваш чĕлхипе ĕç программисем хатĕрлес вăрттăнлăхсене уçса пачĕ. Чăваш литературипе ĕç программисем çырас уйрăмлăхсем çинчен чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ Надежда Иванова ăнлантарчĕ.

Семинарта çавăн пекех малашнехи ĕçсене палăртрĕç, чăваш чĕлхине малалла аталантарас тесен чĕлхе талккăшне анлăлатасси, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлесси, Интернет уçлăхĕпе тухăçлă усă курасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли çинчен каларĕç.

Ĕçлĕ калаçу пуриншĕн те усăллă иртрĕ.



25 августа 2022
15:48
Поделиться