«Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» сочинени конкурсне хатĕрленĕр

«Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» сочинени конкурсне хатĕрленĕр

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ «Чăваш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян» сочинени конкурсĕ ирттерет.

Сочинени конкурсне Чăваш Республикинче иртекен Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Конкурсăн тĕллевĕсем – республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă ентешĕмĕрсемпе, вĕсен ĕçĕсемпе ачасене паллаштарасси, паллă ентешсене хисеплеме вĕрентесси, ачасен шухăшлавне, тавра-курăмне аталантарасси.

Конкурса 9-11-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнаççĕ. Сочиненисене чăвашла çырмалла.

Конкурс виçĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр – 2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕччен пырать.

Ку тапхăра район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕсем ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртаççĕ.

Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (заявка) сочинени тексчĕпе пĕрле йĕркелÿ комитетне 2022 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕччен chrio18@rchuv.ru адреспа ярса памалла.

2-мĕш тапхăр – 2022 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет. Фестивалĕн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта/хулара çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ ачасене ирĕк параççĕ. Жюри ĕçсене хаклать, фестивалĕн 3-мĕш тапхăрне хутшăнакансене суйласа илет.

3-мĕш тапхăр – 2022 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен иртет.

Фестивалĕн виççĕмĕш тапхăрĕ ăçта тата мĕнле формăпа иртесси пирки район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕсене çырупа хыпарлăпăр.

Конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче пĕлме пулать.

Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:

428001 Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, 217-мĕш пÿлĕм (регион аталанăвĕн центрĕ).

Телефон 8 (8352) 45-99-96.

E-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru .



19 августа 2022
13:41
Поделиться