«Хунав» фестиваль çывхарать

«Хунав» фестиваль çывхарать

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕпе пĕрле шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çÿрекен ачасене «Хунав» фестивале йыхравлаççĕ.

Фестиваль виçĕ тапхăрпа иртет:

1-мĕш тапхăр – 2022 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕччен пырать.

Ку тапхăра район е хула администрацийĕн вĕренÿ пайĕсем ирттереççĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртаççĕ.

Районта тата хулара çĕнтернĕ ачасем çинчен сведени (заявка) видеофайлпа пĕрле йĕркелÿ комитетне 2022 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕччен chrio18@rchuv.ru адреспа ярса памалла.

2-мĕш тапхăр – 2022 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕччен Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче иртет.

Фестивалĕн 2-мĕш тапхăрне хутшăнма районта/хулара çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ ачасене ирĕк параççĕ.

Жюри ĕçсене хаклать, фестивалĕн 3-мĕш тапхăрне хутшăнакансене суйласа илет.

3-мĕш тапхăр – 2022 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртет.

Фестивалĕн виççĕмеш тапхăрĕ ăçта тата мĕнле формăпа иртесси пирки хыпар Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче пулĕ.

Фестиваль номинацийĕсем:

  • «Илемлĕ – чăваш юрри» – ачасем чăвашла юрă юрлаççĕ.
  • «Асамлă юмах тĕнчи» – ачасем пĕр-пĕр юмаха сценка евĕр чăвашла лартса кăтартаççĕ.
  • «Янра, сăввăм, хыттăнрах» – ачасем сăвва чăвашла калаççĕ.

Тулли информаципе фестиваль положенийĕнче паллашма пулать.

Ыйтса пĕлмелли мелсем:

E-mail: chrio18@rchuv.ru; chrio6@cap.ru.

Телефон: 8(8352)45-99-96.



10 марта 2022
15:05
Поделиться