«Несĕл эткерлĕхĕ» конкурс - 16-30.04.2025

Чăваш эткерне упракан чи пултаруллă çемьесене «Несĕл эткерлĕхĕ» конкурса кĕтетпĕр. Видеороликра аслă ăрури çынсем ачасене калаçăва хутшăнтарнине кăтартса памалла.

Конкурса тăратнă материал чăвашла пулмалла.

Конкурс номинацийĕсем:

  • «Эпир – туслă кил-йыш»
  • «Эпир тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркисене кил-йышра тытса пыратпăр!»
  • «Пирĕн тăван кĕтес»
  • «Ĕмĕр-ĕмĕр янра эс, тăван чĕлхем!».

Конкурса хутшăнас текенсенсен материалĕсене (заявка, видеоролик т.ыт те) 2025 çулхи çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/631883a26ea7390a5edc400e/ адреспа йышăнаççĕ. 

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

Телефон: 8(8352)58-45-22, хушма номер 143 – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ,

e-mail: chrio18@rchuv.ruchrio4@rchuv.ru 

Положени

Квитанци