«Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурс - 18.03-18.04.2024
2024 çулхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 18-мĕшĕччен Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Тăван челхе – пĕлÿ çăлкуçĕ» конкурс иртет.
Конкурса Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурс 4 номинаципе иртет:
- Пĕлÿ – ăс-хакăл мулĕ (шкул çулне çитмен ачасен ăс-тăнне аталантарасси);
- Янра, чăваш чĕлхи, янра (шкул çулне çитмен ачасен пуплевне аталантарасси);
- Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах тĕнчи (шкул çулне çитмен ачасене илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси);
- Çирĕп вăй-хал – çирĕп сывлăх (шкул çулне çитмен ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталантарасси).
Конкрса хутшăнма ака уйăхĕн 11-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/65d6e6d8eb61465b7e13ff93/ адреспа Конкурс сайтне кĕрсе регистрациленмелле, ĕçсене ярса памалла.
Конкурса шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕçлекенсене хутшăнма йыхравлатпăр.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем:
- 8 (8352) 584719 (Егорова Анна Семеновна), 8-905-029-39-41 (Петрова Людмила Германовна).