Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 8-мĕш фестиваль - 06.04.2024

2024 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă   «Чăваш ачи чăвашах» 8-мĕш фестиваль иртет.

Фестиваль  Калайкасси шкулĕнче 09.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш муниципалитет округĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский муниципальный округ, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3).

Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш муниципалитет округĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

Фестивале тăватă енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).

Фестивале хутшăнма кăмăл пуррисене ака уйăхĕн 03-мĕшĕччен kalai_vr@mail.ru  электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче е ВКонтакте хутшăну тетелĕн фестиваль сообществинче пĕлме пулать.

Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем:

8 (83541) 65-2-53 – шкул директорĕ Ершова Татьяна Аркадьевна,

8-927-846-11-73 – директор çумĕ Портнова Эльвира Владимировна,

8-967-794-66-46 – чăваш чĕлхипе литература кафедрин ертÿçи Егорова Анна Семеновна,

8-905-029-39-41 – чăваш чĕлхипе литература кафедрин методисчĕ Петрова Людмила Германовна.

Положени

Заявка