Интернет-олимпиада обучающихся по чувашскому языку, чувашской литературе и культуре родного края - 29.01.2026
2026-мĕш çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхипе, литературипе тата тăван ен культурипе Интернет олимпиада ирттерет.
Олимпиада 13.00 сехетре пуçланать, 40 минут пырать.
Олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкисене кăрлачăн 27-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/695b780795add5e5ffa7b322/ ссылкăпа ямалла. Каярах килнĕ заявкăсене йышăнмаççĕ.
Олимпиадăна хутшăнма пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-мĕш–11-мĕш класĕсенче вĕренекенсене чĕнетпĕр.
Олимпиада ачасем миçемĕш класра вĕреннине кура виçĕ категорипе иртет:
- 5–6-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/695b77a5eb614650d34f0c18/
- 7–8-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/695b77bb505690d70e902b58/
- 9–11-мĕш классенче вĕренекенсем. Хутшăнмалли ссылка: https://forms.yandex.ru/u/695b775284227c5370c84a06/
Асăрхаттаратпăр: ссылкăсем кăрлачăн 29-мĕшĕнче 13.00 сехетре уçăлаççĕ.
Тулли информаципе олимпиадăн положенийĕнче паллашма пулать. Ăнăçу сунатпăр!
Оргкомитетпа çыхăнмалли мелсем:
E-mail: chrio18@rchuv.ru .
Телефон: 8(8352)58-45-22 доб. 143.