Регионсен шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс – 03.09–28.10.2026

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ 2026 çулхи авăн (сентябрь) уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕччен И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн Г.Н. Волков Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕ ячĕллĕ этнопедагогика ăслăлăх тĕпчев институчĕпе, Чăваш наци конгресĕпе, Шупашкар хулин мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕ центрĕпе тата Шупашкар хулин Г.Н. Волков Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) академикĕ ячĕллĕ уйрăм предметсене тарăннăн вĕрентекен 62-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулĕпе пĕрле Геннадий Никандрович Волкова асăнса регионсен шайĕнчи «Хавхалану» фестиваль-конкурс ирттерет.

Фестиваль-конкурс тĕллевĕ – вĕренекенсене Раççей вĕренӳ академийĕн (РАО) сумлă академикĕн, публицист писателĕн, этнопедагогика никĕслевçин Г.Н. Волковăн пултарулăх эткерне тĕпчесе сарасси, вĕренекенсемпе педагогсен пĕлӳпе ăс-хакăл пултарулăхне вăйлатасси, вĕсене пултарулăхпа тĕпчев ĕçне явăçтарасси, наци культурипе литературине тĕпе хурса вĕренекенсен этнокультура компетентлăхне йĕркелесси, вĕренекенсемпе педагогсене хăйсене аталантарма майсем туса парасси, çавăн пекех халăхсен хушшинчи хутшăну культурине йĕркелесси.

Фестиваль-конкурсăн кăçалхи номинацийĕсем тата ӳсĕм ушкăнĕсем:

«Инсценировка» номинаци:

- ача садне çӳрекенсем (1‑мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (2‑мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-7-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (3‑мĕш ушкăн).

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (4‑мĕш ушкăн).

«Видеофильм» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем.

«Ăс-хакăл (интеллект) вăййи» номинаци (Г.Н. Волковӑн «Кил илемĕ» кӗнекинчи ваттисен сӑмахӗсем тăрăх):

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-8-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (1‑мĕш ушкăн).

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 9-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (2‑мĕш ушкăн).

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен тата ача сачĕсен педагогĕсем (3‑мĕш ушкăн).

«Илемлĕ тĕрĕ – тăван çĕр йĕрĕ» номинаци:

- ача садне çӳрекенсем (1-мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 1-4-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (2-мĕш ушкăн),

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 5-7-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (3-мĕш ушкăн).

- пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8-11-мĕш класĕсенче вĕренекенсем (4-мĕш ушкăн).

- педагогсем, культура организацийĕсен ĕçченĕсем, ача садне çӳрекенсемпе шкул ачисен ашшĕ-амăшĕ (5-мĕш ушкăн).

«Чĕрĕ ӳкерчĕк» номинаци – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисен 8‑11‑мĕш класĕсенче вĕренекенсем.

Фестиваль-конкурса хутшăнма кăмăл тунă педагогсемпе вĕренекенсен заявкисене 2026 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 19-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/6a8fd1aa02848f27bf1defba каçăпа йышăнатпăр. Заявкăпа пĕрле пултарулăх ĕçĕпе çыхăннă файла тата харпăр даннăйсене усă курма ирĕк паракан килĕшĕве хушса ямалла. Хушса панă файлсене уçса пăхмалли каçăпа 2026 çулхи раштав (декабрь) уйăхĕччен усă курма май пулмалла.

Электрон адрессемпе ярса панă ĕçсене пăхса тухмастпăр. Фестиваль-конкурсăн положенине тĕплĕн вулама сĕнетпĕр.

Йĕркелӳ комитечĕпе çыхăнмалли мелсем:

89176578801 – Николаева Людмила Петровна, Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ;

8(8352)584-522 (хушма номер: 143) – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ.

E-mail: chrio18@rchuv.ruchrio6@mail.ru.

Положени