Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 9-мĕш фестиваль - 4.04.2025
2025 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» 9-мĕш фестиваль иртет.
Фестиваль Калайкасси шкулĕнче 09.00 сехетре пуçланать. Адресĕ: Муркаш муниципалитет округĕ, Калайкасси ялĕ, Çамрăксен урамĕ, 3-мĕш çурт (Моргаушский муниципальный округ, д. Калайкасы, ул. Молодежная, д.3).
Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш муниципалитет округĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.
Фестивале тăватă енпе хутшăнма пулать: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).
Фестивале хутшăнма кăмăл пуррисене пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен kalai_vr@mail.ru электрон адреспа çыру ярса пĕлтермелле. Тĕплĕнрех Калайкасси шкул сайтĕнче е ВКонтакте хутшăну тетелĕн фестиваль сообществинче пĕлме пулать.
Вĕренекенсене те, вĕрентекенсене те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр.
«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 9-мĕш фестиваль ПОЛОЖЕНИЙĔ