Ту çи марисен палăкĕсемпе паллашрĕç

Ту çи марисен палăкĕсемпе паллашрĕç

Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академийĕ хăйĕн пайташĕсене чăваш халăхĕн тата ытти кÿршĕ халăхсен историйĕпе тата культурипе çыхăннă вырăнсене час-час иле-иле кайса кăтартать. Экскурсисене ертсе пыма, тĕпрен илсен, Е.Е. Ерагин президент килĕшет.

Çавнашкал çул çÿревсенчен юлашкийĕ çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Мари Элăн Ту çи мари районĕнче пулчĕ.  Ку тăрăхра, Академи членĕ пулнă май, пирĕн институтăн наци аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ Ю.М. Виноградов доцент та пулса курчĕ.

Экскурсире пулнисем ту çи марисен, Вырăс патшалăхĕн историйĕпе çыхăннă палăксемпе паллашрĕç. Ту çи марисем хăйсен турханĕсен, çĕр пĕвĕсен, халăх сăмахлăхĕнче асăнакан паттăрĕсен ячĕсене манмаççĕ иккен ‒ вĕсене халалласа нумай-нумай палăк лартнă. Çавнашкал палăксенчен Акпарс паттăра асăнса лартнине асăнмалла. Вăл пысăклăхĕпе тата туслă пурăнма чĕннипе асра юлать.

Автобус, тĕпрен илсен, хăй вăхăтĕнче Хурăнлă çул иртнĕ вырăн тăрăх кайса килчĕ. Çавăнпа, кăсăк та асра юлмалли вырăн пайтах пулчĕ. Акă Чулхула кĕпĕрнипе Хусан кĕпĕрни хăй вăхăтĕнче чикĕленнĕ вырăн. Кунта çуллĕ тĕмеске çине чикĕ юпине купаласа лартнă. Вăл хăй вăхăтĕнче çакăнтах тăнă иккен. Район ертÿлĕхĕ юпана ĕлĕкхи пек пултăр тесе çĕнетсе çĕкленĕ. Юнашарах ‒ А.С. Пушкин поэт Оренбурга (Ĕренпура) кайнă Хурăнлă çул вырăнĕ.

Пысăк тăхтав Сумки ялĕн храмĕ умĕнче пулчĕ. Академи çыннисене Атăлăн сулахай енче илĕртсе туртакан кермен – Шеремет керменне инçетрен пăхса киленме май килчĕ.

Кирек епле палăк патне пыр – кĕске ăнлантару паракан стенд пур. Палăксем илĕртÿллĕ, информаципе пуян. Çавăнпа аслă çынсене кăна мар, ачасене те усăллă.



14 июня 2022
15:58
Поделиться